Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерствине ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Хальхинче вӗсен куҫӗ умне «Хыпар» хаҫатра пӗлтерӳсене вырӑсла ҫеҫ вырнаҫтарни лекнӗ. Ку пулӑма вӗсем республикӑра тухса тӑракан ытти чӑвашла хаҫатсенче те асӑрханӑ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пирӗн республикӑра патшалӑх чӗлхисем пулни пирки, вӗсем пӗртан праваллӑ пулнине Конституцире ҫирӗплетнине аса илтернӗ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп тӗллевӗнче те чӑваш чӗлхине упраса аталантарасси пысӑк вырӑнта пулнине пӗлтернӗ. Чӑвашла тухакан хаҫатсенче пӗлтерӳсене вырӑсла пичетлени «Ирӗклӗх» пӗрлӗх шучӗпе чӑваш чӗлхине хӗсни пулать. Тем тесен те «Хыпара», «Тӑван Ене» тата ытти хаҫатсене чӑвашла пӗлекен вулакансем ҫырӑнса илеҫҫӗ, ҫавна май пӗлтерӳсене чӑвашла вырнаҫтарни вырӑсла ҫеҫ пӗлекенсен прависене нимӗн енчен те пӑсманнине палӑртаҫҫӗ хастарсем. «Ирӗклӗх» министерствӑна пӑхӑнакан чӑвашла хаҫатсен ертӳҫисем патне ҫак информацие ҫитерме ыйтать, пӗлтерӳсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтармалли ӗҫе йӗркелеме сӗнет. |
Чӑваш чӗлхи
Николай Угаслов ларӑва уҫать Ӗнер Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗҫ. Лару пуҫланас умӗн тӗрлӗ вырӑнтан пухӑннӑ чӑвашсемпе пӗрле Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗҫ. Чӑваш чӗлхин хальхи алфавитне хатӗрленӗ Кӑнна Кушки чӑвашне асӑнса чечек Михаил Васильевич Игнатьев та хучӗ. Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхине мӗнле упраса хӑвармалли пирки калаҫрӗҫ, ҫак ӗҫе туса пыма мӗн чӑрмантарнине пӗлтерчӗҫ, малалла мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе каярах ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ. Унсӑр пуҫне ларура Президиум йышне улшӑнусем кӗртрӗҫ. Константин Яковлева (хӑй ыйтнипе) хӑйсен ретӗнчен кӑларчӗҫ те, ун вырӑнне ҫӑмрӑксен театрӗн директорне кӗртрӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ. Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси. Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑвашла этикеткӑн тӗслӗхӗ Чӑваш Республикинчи «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ пуҫарупа тухнӑ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем йыхрав ҫырӑвӗсене вырӑсла салатнӑ вӑхӑтра вӗсем пысӑк предприятисене хӑйсен этикеткисене вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне чӑвашла та хушма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсемпе упаковкӑри информацие чӑвашла хушма сӗннӗ — составне, калӑпӑшне, кӑларнӑ куна, юрӑхлӑх тапхӑрне, упрамалли условине, усӑ курмалли майсене тата ытти информацие. Малтанласа ҫырӑва ҫӑмӑл тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн предприятисене ярса панӑ. Вӗсен йышне республика шайӗнче кӑна мар, тулашра та палӑраканнисем кӗртнӗ — «АККонд» акционерсен обществи, «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирма, «ЮРМА» агрохолдинг, макаронпа кондитер таварӗ кӑларакан «Вавилон» фирма, Шупашкар аш-какай комбиначӗ, «Кӗрӗк» АХО, «Кайсаров и ОВАС» ҫӗвӗ хапрӑкӗ тата ыттисем. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» чӑвашла ҫырни Раҫҫей Федерацийӗн тата республикӑн хальхи саккунӗсене пӑсманнине палӑртнӑ. ГОСТсем (сӑмахран, 51074-2003) те ҫакна хирӗҫ маррине те кӑтартнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗ черетлӗ лару ирттерме палӑртать. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине. Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ. Пирӗн алла лекнӗ копине ӗненес пулсан ӑна вӗсем вырӑсла хатӗрленӗ. Ларура чӑваш чӗлхи пирки калаҫма планланине шута илсен тӑван чӗлхешӗн чӑннипе ҫунакан ҫынсем ҫакна ӑнланма пултарайманни пирки пӗлтерчӗҫ. Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Нумай пулмасть Пил Тымарлан Раҫҫей Федерацийӗн Пенчи фончӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнчен хурав илнӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫырӑва ун патне почта урлӑ мар, ятарласа чӑвашла пӗлекен курьер тытса ҫитернӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан паллӑ чӑваш хастарӗ пенси страхлав хутне илейменнишӗн пӑшӑрханса хӑйӗн евитне Пенси фондне иртнӗ уйӑхра ярса панӑччӗ. Мӗншӗн халӗ те ҫак документа илейменнин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те СССР вӑхӑтӗнчи паспортпа ҫӳренинче. Раҫҫей паспортне вӑл унта пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫуккишӗн илме килӗшмест. Пенси фончӗн вырӑнти уйрӑмӗ панӑ хуравра пенси страхлав хучӗ мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ, мӗншӗн ӑна вырӑсла кӑна хатӗрленине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе республикӑсенчи вырӑнти чӗлхесен статусӗ пирки те ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Хуравӑн тулли тексчӗпе аяларах вырнаҫнӑ ӳкерчӗксене паллашма пулать. Апла-и, капла-и, ҫавах та Пил Тымарлана пенси страхлав хучӗ патне пыма чӗннӗ. Хӑйӗнпе пӗрле гражданин кам пулнине ҫирӗплетекен документа илсе пыма сӗннӗ. Вӗсен шутне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство та кӗнине шута илсен — ӑна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ-ҫке — Пил Тымарланӑн пенси страхлав хучӗллӗ пулса тӑма шанчӑк пурах. |
Чӑваш чӗлхи
Алтай чӗлхисен анлӑшӗ Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ. «Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев. Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси. |
Чӑваш чӗлхи
Ларура Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн — Чӑваш чӗлхин орфографи комиссийӗн — черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ҫак ҫумкомиссийӗн председателӗ Петр Яковлев ертсе пычӗ. «Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиоатизмӗнчен хӑтарасси», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Ытларахӑшне ҫырлахтаракан правилӑсем йышӑнма сӗнчӗ. Пухӑннӑ йыш ҫирӗп йышӑну турӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ тунӑ ӗҫе комисси тӗпрен илсен пӗр саслӑн йышӑнчӗ, кун ячӗсене пӗрле ҫырассипе Юрий Виноградов ҫеҫ килӗшмерӗ. Тӗпрен илсен ӗҫ ушкӑнӗ ҫапларах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме йышӑнчӗ: - ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле; - «ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: т-хрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм; - кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле; - рим цифри хыҫҫӑн аффикс хушмалла мар (ку пункта хальхи орфографире сиктерсе хӑварнӑ пулнӑ); - ҫак глагол майлашӑвӗсене пӗрле ҫырмалла: кӗлту, пуҫҫап, сӑхсӑх, чупту (ытти иккӗлентерекен тӗслӗхсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле); - хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан аффикс хушӑнсан уйрӑм ҫырмалла (эсӗ ялта иккенне хальтерех илтрӗм); сӑмах тӑвакан аффикс хушӑнсан пӗрле ҫырмалла (пӗрпеклӗх, тасамарлӑх, тӗрӗсмарлӑх). |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чысларӗҫ. Сертификатсемпе тата дипломсемпе пухӑннисене институт ӗҫченӗ Александр Кузнецов тата акцин сӑн-сӑпачӗ Ольга Элиме тивӗҫтерчӗҫ. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кашни ҫул Чӑваш чӗлхин кунӗнче иртет. Кӑҫал унта 6374 хутшӑннӑ, вӗсенчен «пиллӗк» паллӑлӑх 1708 ҫын ҫырнӑ. Диктантра Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хавлавӗнчи текстпа усӑ курнӑччӗ. Мероприятие пынисене пурне те сертификатпа тата кӗнекепе чысларӗҫ. Юрий Виноградовпа Егорова Анна Семёновна диктант ҫырма хутшӑннӑ пур ҫынна та тав турӗҫ. Акцие ытларах ахаль явӑҫтарма сӗнчӗҫ, ку акци шайне хӑпартма пултарнине каларӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем. Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |